1
Лука 14:26
Синодальный НЗ
«Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ.
Lee anya n'etiti ihe abụọ
Nyochaa Лука 14:26
2
Лука 14:27
Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Манӑн вӗренекенӗм пулаймӗ.
Nyochaa Лука 14:27
3
Лука 14:11
Астӑвӑр, хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хураканни асла тухӗ».
Nyochaa Лука 14:11
4
Лука 14:33
Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр».
Nyochaa Лука 14:33
5
Лука 14:28-30
Сиртен кам та пулин ҫурт лартма шутлать пулсан, вӑл малтан ҫурчӗ мӗн хака ӳкессе тата ӑна туса пӗтерме укҫи ҫитессе шутласа пӑхмӗ-и? Унсӑрӑн вӑл никӗсне хурӗ те ҫуртне туса пӗтереймӗ. Вара пурте унран кулма пуҫлӗҫ: „Ку ҫын ҫурт лартма тытӑнчӗ те туса пӗтереймерӗ“, – тейӗҫ.
Nyochaa Лука 14:28-30
6
Лука 14:13-14
Пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тума шутласан эсӗ кӗлмӗҫсене, уксах-чӑлахсене, суккӑрсене чӗн. Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».
Nyochaa Лука 14:13-14
7
Лука 14:34-35
«Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине епле тавӑрмалла? Вӑл ӗнтӗ ана ҫине тӑкма та, тислӗк купи ҫине хума та юрӑхсӑр, ӑна кӑларса тӑкмалла кӑна. Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
Nyochaa Лука 14:34-35
Ebe Mmepe Nke Mbụ Nke Ngwá
Akwụkwọ Nsọ
Atụmatụ Ihe Ogụgụ Gasị
Vidiyo Gasị