Лука 11
11
11-мӗш сыпӑк
Иисус кӗлтума вӗрентни
(Мф. 6:9-15; 7:7-11)
1Пӗррехинче Иисус кӗлтунӑ. Кӗлтуса пӗтерсен пӗр вӗренекенӗ Унран: «Хуҫамӑр, Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрент-ха», – тесе ыйтнӑ. 2Иисус вӗсене каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне эсир ҫапла калӑр:
„Эй, Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр#11:2 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» сӑмахсем ҫук. ; 3куллен пире пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар, 4пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире#11:4 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «усалтан хӑтар пире» сӑмахсем ҫук. “, – тейӗр».
5Иисус татах вӗсене каланӑ: «Акӑ, тӗслӗхрен, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулин пӗр тусӗ пултӑр. Вӑл ун патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пытӑр та: „Тусӑм, мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр пар-ха, 6ҫула май ман пата юлташ кӗчӗ те, манӑн ӑна хӑналама нимӗн те ҫук“, – тесе ыйттӑр. 7Тусӗ шалтан ӑна хирӗҫ: „Ан чӑрмантарса ҫӳре! Эпӗ алӑксене питӗрнӗ ӗнтӗ, ачасем те вырӑн ҫинче хампа пӗрле ҫывӑраҫҫӗ. Тӑрса ҫӑкӑр параймастӑп сана“, – тетӗр. 8Калатӑп сире: вӑл ӑна туслӑ пулнишӗн тӑрса парас темесен те, лешӗ тимлесе йӑлӑннине кура, вырӑнӗ ҫинчен тӑрӗ те ӑна ыйтнӑ чухлӗ парӗ. 9Эпӗ те сире калатӑп: ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. 10Мӗншӗн тесен кашни ыйтакан илет, шыракан та тупать, шаккакана та уҫаҫҫӗ. 11Сирӗн хушшӑрта ҫӑкӑр ыйтакан ывӑлне чул паракан ашшӗ пур-и? Е пулӑ ыйтсан, пулӑ вырӑнне ӑна ҫӗлен параканӗ пур-и? 12Е ҫӑмарта ыйтакан ывӑлне скорпион паракан ашшӗ пур-и? 13Ҫапла ӗнтӗ эсир, усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех».
Усалсене Иисус мӗнле хӑватпа хӑваласа кӑларать?
(Мф. 12:22-30; Мк. 3:20-27)
14Пӗррехинче Иисус чӗлхесӗр тӑвакан усала ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Усалӗ тухсан чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ; вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ. 15«Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн#11:15 Веельзевул – шуйттанӑн, усал сывлӑшсен пуҫлӑхӗн, пӗр ячӗ. , хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать!» – тенӗ хӑшӗ-пӗрисем. 16Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. 17Анчах та Иисус, ҫынсен шухӑшӗсене пӗлсе, вӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле патшалӑх та хирӗҫсе-пайланса кайсан пушанса юлать. Кил-йыш та хирӗҫсе-пайланса кайсан арканать. 18Шуйттан та хӑйпе хӑй хирӗҫет пулсан, унӑн патшалӑхӗ епле тытӑнса тӑрайтӑр? Эсир вара Мана усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тетӗр. 19Эпӗ усалсене Веельзевул хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, апла сирӗн халӑх ывӑлӗсем вӗсене кам хӑвачӗпе хӑваласа кӑлараҫҫӗ? Ҫавӑнпа сире суд тӑвакансем те вӗсемех пулӗҫ. 20Эпӗ усалсене Турӑ хӑвачӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать. 21Вӑйлӑ ҫын хӑйӗн ҫуртне хӗҫпе хуралланӑ чухне унӑн пурлӑхӗ шанчӑклӑ упранса тӑрать. 22Анчах та хӑйӗнчен те вӑйлӑраххи ӑна тапӑнса ҫӗнтерсен, вӑл унӑнне шанса тӑнӑ хӗҫӗ-сӑннине йӑлтах туртса илӗ, ҫаратнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ. 23Кам Ман майлӑ мар, вӑл Мана хирӗҫ. Кам Манпа пӗрле пухмасть, вӑл салатса пӗтерет.
24Ҫын ӑшӗнчен тухсан усал сывлӑш канлӗх шыраса шывсӑр вырӑнсенче ҫапкаланса ҫӳрет. Вара хӑй валли вырӑн тупаймасӑр: „Хам тухнӑ ҫуртӑма каялла тавӑрӑнам-ха“, – тет. 25Унтан тавӑрӑнать те тирпейлесе тасатнӑ ҫурт курать. 26Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать».
27Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чухне пӗр хӗрарӑм халӑх хушшинчен: «Сана ҫуратса кӑкӑр ҫитернӗ Аннӳ телейлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ. 28«Турӑ сӑмахне илтекенсем, ӑна пурнӑҫлакансем телейлӗ», – тенӗ вара Иисус.
Хӑват кӑтартма ыйтни
(Мф. 12:38-42; Мк. 8:12)
29Халӑх йышлӑн пуҫтарӑнсан Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫак усал ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. 30Иона Ниневи ҫыннисемшӗн мӗнле хӑват пулнӑ, Этем Ывӑлӗ те ҫак ӑрушӑн ҫаплах пулӗ. 31Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑрти ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑру ҫыннисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те вӗсене айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур. 32Суд кунӗ ҫитсен Ниневи ҫыннисем ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ӑна айӑплӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Иона ӳкӗтленине илтсен ӳкӗннӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Ионӑран та Аслӑраххи пур».
Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ
(Мф. 5:15; 6:22-23)
33«Ҫутаткӑҫ ҫутсан ӑна никам та курӑнман вырӑна е чӳлмекпе хупласа лартмасть; пӳрте кӗрекенсем ҫутӑра курччӑр тесе ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтарать. 34Куҫ – ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ санӑн куҫу таса пулсан пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ. Эсӗ таса мар куҫлӑ пулсан санӑн ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. 35Ҫапла вара, асӑрхан: сан ӑшунти ҫутту тӗттӗм мар-и? 36Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, пӗр пайӗ те тӗксӗм мар пулсан, вара сана ҫутаткӑҫ хӑйӗн ҫутипе ҫутатнӑ пек, санӑн пурте ҫутӑ пулӗ».
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисене питлени
(Мф. 23:1-36; Мк. 12:38-40; Лк. 20:45-47)
37Ҫакна каланӑ чухне пӗр фарисей Ӑна хӑй патне кӑнтӑрлахи апат тума чӗннӗ. Фарисей килне пырсан Иисус ҫиме ларнӑ. 38Апат ҫиес умӗн Вӑл аллине ҫуманнине курсан фарисей питӗ тӗлӗннӗ. 39Анчах та Хуҫамӑр ӑна ҫапла каланӑ: «Акӑ эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах ӑшӑр-чикӗр ҫӑткӑнлӑхпа, усаллӑхпа тулнӑ. 40Ӑссӑрсем! Тулашне Кам пултарнӑ, ӑшне те Ҫавах пултарман-и вара? 41Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.
42Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗтнӗк курӑкӗн, ҫу курӑкӗн тата тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Турӑшӑн паратӑр, анчах тӗрӗслӗх ҫинчен, Турӑ юратӑвӗ ҫинчен шухӑшламастӑр. Сирӗн ҫакна та туса тӑмалла, лешне те манмалла мар. 43Фарисейсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир синагогӑра малта ларма юрататӑр, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑвӑра саламланине килӗштеретӗр. 44Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир – манӑҫнӑ масарти тупӑксем евӗрлӗ. Ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах мӗн ҫинче утса ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ».
45Ҫак сӑмахсене илтсен саккун вӗрентӳҫисенчен пӗри Ӑна: «Вӗрентекен, кун пек каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн», – тенӗ. 46Анчах та Иисус тата ҫапла каланӑ: «Сире те, саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр ҫӗклем хуратӑр, анчах та хӑвӑр пӳрнӗре те хускатмастӑр. 47Хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пророксем валли капӑр тупӑклӑхсем тӑватӑр та-ха, анчах та вӗсене сирӗн мӑн аслаҫӑрсем вӗлернӗ-ҫке! 48Ҫапла туса эсир хӑвӑр мӑн аслаҫӑрсен ӗҫне ырланине ҫирӗплететӗр; вӗсем пророксене вӗлернӗ, эсир пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр. 49Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“. 50Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗнчене пултарнӑранпа юхнӑ пур пророксен юнӗшӗн те ҫак ӑру айӑпа юлӗ. 51Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, вӗлернӗ Захария юнӗ таранах ҫак ӑрӑвӑн явап тытмалла пулӗ. Чӑн калатӑп сире: вӗсемшӗн пӗтӗмпех ҫак ӑру ҫыннисем айӑпа юлӗҫ. 52Саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗлӳлӗхӗн ҫӑраҫҫине хӑвӑр алла илнӗ те, хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗртместӗр».
53Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна хӗстерсех ҫитернӗ, нумай ыйту ҫине хурав пама хистенӗ, 54Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахпа Хӑйнех айӑпламашкӑн сӑлтав тупма тӑрӑшнӑ.
Nke Ahọpụtara Ugbu A:
Лука 11: RSO
Mee ka ọ bụrụ isi
Kesaa
Mapịa
Ịchọrọ ka echekwaara gị ihe ndị gasị ị mere ka ha pụta ìhè ná ngwaọrụ gị niile? Debanye aha gị ma ọ bụ mee mbanye
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009