Лука 9
9
9-мӗш сыпӑк
Иисус вун икӗ апостолне вӗрентсе ҫӳреме ярать
(Мф. 10:5-15; Мк. 6:7-13)
1Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ. 2Унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентме тата чирлисене сыватма янӑ. 3Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑвӑрпа пӗрле ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр: туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, укҫа та, тепӗр кӗпе те. 4Сире хӑш ҫуртра хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, ҫула тухичченех ҫавӑнта пурӑнӑр. 5Ӑҫта та пулин сире йышӑнмасан, ҫав хуларан тухса кайнӑ чух, вӗсене асӑрхаттарнине пӗлтерсе, пушмакӑр ҫумӗнчи тусана та силлесе хӑварӑр».
6Вӗренекенӗсем кайнӑ та ял-хула тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те чирлисене сыватнӑ.
7Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ. 8Хӑшӗсем тата: «Илия пророк тепӗр хут ҫӗр ҫине килчӗ», – тенӗ. «Авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ», – тенӗ тата теприсем. 9«Иоанн пуҫне эпӗ хамах кастартӑм. Ку вара Кам-ши? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнмелле сӑмахсем илтетӗп», – тенӗ Ирод. Вара вӑл Иисуса курма майлӑ вӑхӑт шыранӑ.
Пилӗк пин ҫынна тӑрантарни
(Мф. 14:13-21; Мк. 6:30-44; Ин. 6:1-14)
10Апостолсем тавӑрӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн тунине Иисуса каласа кӑтартнӑ. Вара Иисус, Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе, Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи ҫын ҫук вырӑна кайнӑ. 11Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫӗнчен пынӑ. Иисус вӗсене хапӑл тунӑ, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сыватма ыйтакансене сыватнӑ.
12Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. Вара Вун иккӗшӗ Иисус патне пырса ҫапла каланӑ: «Халӑха яр, вӗсем ҫывӑхри ялсене ҫӗр выртма кайччӑр, апат-ҫимӗҫ туянччӑр, мӗншӗн тесен кунта ҫын пурӑнман вырӑн». 13«Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем. 14Унта пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ. «Вӗсене аллӑшарӑн йӗркипе ҫерем ҫине лартса тухӑр», – тенӗ Иисус вӗренекенӗсене. 15Вӗсем Иисус хушнӑ пек тунӑ. Пурте ларсан, 16Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. 17Пурте тӑраничченех ҫинӗ, юлнӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк пухнӑ.
Иисус Кам пулнине Петр пӗлтерни
(Мф. 16:13-19; Мк. 8:27-29)
18Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. 19Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ». 20Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр.
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен калани
(Мф. 16:20-28; Мк. 8:30–9:1)
21Анчах Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман. 22Иисус Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Этем Ывӑлне вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.
23Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. 24Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 25Хӑйӗн чунне пӗтерсе е сиен туса пӗтӗм тӗнчене илнинчен этеме мӗн усси? 26Кам Манран тата Ман сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн тата Ашшӗн мухтавӗпе, святой ангелӗсен мухтавӗпе килсен унран вӑтанӗ. 27Чӑн калатӑп сире, ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем виличченех Турӑ Патшалӑхне курӗҫ».
Иисус Христос сӑн-сӑпачӗ улшӑнни
(Мф. 17:1-8; Мк. 9:2-8)
28Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ. 29Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ. 30Ҫавӑнтах икӗ арҫын Иисуспа калаҫса тӑнӑ: пӗри – Моисей, тепри Илия пулнӑ, 31вӗсене те мухтавлӑ ҫутӑ хупӑрласа тӑнӑ. Вӗсем Христосӑн Иерусалимра вилмелле пуласси ҫинчен калаҫнӑ. 32Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33Ҫав ҫынсем Иисус патӗнчен кайсан Петр, хӑй мӗн каланине ӑнланмасӑр, Иисуса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Епле аван пире кунта. Атьӑр эпир виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли тата теприне – Илия валли». 34Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ чух вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ. Пӗлӗт ӑшне пулсан вӗренекенӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ. 35Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
36Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.
Усал сывлӑш ернӗ ачана сыватни
(Мф. 17:14-18; Мк. 9:14-27)
37Тепӗр кунне, вӗсем ту ҫинчен ансан, Иисуса тем чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Вӗрентекен! Сана йӑлӑнатӑп, ман ывӑлӑма пырса пӑхсам, вӑл манӑн пӗртен-пӗр ача! 39Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать. 40Ӑна хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ». 41«Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус. 42Ача утса пынӑ чухнех усал ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах та Иисус, усал сывлӑша чарса, ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ.
43Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ.
Иисус Хӑй вилсе чӗрӗлесси ҫинчен тепӗр хут калани
(Мф. 17:22-23; Мк. 9:30-32)
Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: 44«Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ». 45Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Кам аслӑрах
(Мф. 18:1-5; Мк. 9:33-37)
46«Пирӗнтен хӑшӗ аслӑрах?» – тесе шухӑшлама пуҫланӑ вӗренекенӗсем. 47Иисус, вӗсен пуҫӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана Хӑй умне илсе пырса тӑратнӑ та 48вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».
49«Вӗрентекен, эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл пирӗнпе пӗрле ҫӳремен пирки эпир Ӑна чартӑмӑр», – тенӗ Ӑна ҫавӑн чухне Иоанн. 50«Ан чарӑр ӑна, кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ», – хуравланӑ Иисус.
Этем Ывӑлӗ пӗтерме мар, ҫӑлма килнӗ
51Иисуса ку тӗнчерен илес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май Вӑл хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ.
52Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарлама вӗренекенӗсене янӑ. Лешсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре вырӑн хатӗрлеме Самарири пӗр яла кӗнӗ. 53Анчах ял халӑхӗ Иисуса унта кӗртмен, мӗншӗн тесен Вӑл ҫынсене Иерусалима кайма тухнӑ ҫул ҫӳревҫӗ пек туйӑннӑ. 54Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Кӑмӑлу пулсан, тӳперен вут-ҫулӑм антарса пирӗн те ҫак яла Илия тунӑ пекех ҫунтарса ямалла мар-и?» 55Анчах та Иисус вӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та чарса ҫапла каланӑ: «Чун-чӗрӗрсем мӗнле Сывлӑшпа тулнине те пӗлместӗр. 56Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ#9:55-56 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «Чун-чӗрӗрсем мӗнле Сывлӑшпа тулнине те пӗлместӗр. Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ» сӑмахсем ҫук. ». Унтан вӗсем тепӗр яла кайнӑ.
Иисус хыҫӗнчен пырасси
(Мф. 8:19-22)
57Вӗсем ҫулпа пынӑ чух пӗр ҫын Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кирек ӑҫта кайсан та, эпӗ Сан хыҫҫӑн пыракан пулӑп». 58Иисус ӑна хирӗҫ: «Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ. 59«Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ Вӑл тепӗр ҫынна. Лешӗ вара ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Ирӗк парсамччӗ: вилнӗ аттене кайса пытарам малтан». 60«Вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр. Эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре», – тенӗ ӑна Иисус. 61«Хуҫамӑр, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан Эсӗ мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ», – тенӗ Ӑна тата тепри. 62«Сухапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанчӑклӑ мар», – тавӑрнӑ Иисус.
Nke Ahọpụtara Ugbu A:
Лука 9: RSO
Mee ka ọ bụrụ isi
Kesaa
Mapịa
Ịchọrọ ka echekwaara gị ihe ndị gasị ị mere ka ha pụta ìhè ná ngwaọrụ gị niile? Debanye aha gị ma ọ bụ mee mbanye
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009